Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.
Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ.
Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ:
6-мӗш класс, проза:
1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ;
2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем;
3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем.
Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш енри Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски район сучӗ унччен Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын пирки тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи юханшыв урлӑ каҫмалли пӗр кӗпере юсама тесе калаҫса татӑлнӑ фирмӑна 74,5 пин тенкӗ таран укҫа куҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку кӗпере 2007 ҫулта вырӑнти агрофирма туса панӑ. Кӗперӗн хӑй хаклӑхӗ 26,5 пин тенке ҫеҫ ларнӑ пулин те ӑна юсама ҫавӑн чухлӗ укҫа куҫарса панӑ. Кӗперӗ вара юсава тивӗҫлӗ те пулман.
Каярах подрядчик юлнӑ укҫаран 20 пинне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ҫак укҫана кассӑна мар хывнӑ, хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫакна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тунӑ преступлени тесе квалификациленӗ.
Кӑҫал Фёдор Миронович Лукин композитор, хор дирижёрӗ, педагог, музыкӑпа общество ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Вӑл Чӑваш музыкӑпа театр техникумне чи малтан пӗтернисенчен пӗри — унтан вӑл 1932 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Консерваторинче аслӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш музыканчӗсенчен пӗри пулнине те палӑртмалла.
Федор Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа республикӑра тата Федор Лукинӑн тӑван, Красноармейски районӗнче кӑҫал тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ пулмалла. Ӑна хатӗрлекенсем уяв савӑк кӑмӑл парнелессе шантараҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи халӑх кӗвви-ҫеммин «Хавал» ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи —– Николай Никоноров) ҫак уйӑхӑн 1–5-мӗшӗсенче Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче пулнӑ. Унта ушкӑн ҫавӑнта иртнӗ Чӑваш культура кунӗсене хутшӑннӑ. Уява Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсем тӗпленни 100 ҫул ҫитнине халалланӑ пулнӑ.
Халӗ вара республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Ӑна Тӗмен чӑвашӗсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи А.Архипов шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Красноармейски районӗнчи «Хавал» ансамбль Тӗмен чӑвашӗсене савӑк кӑмӑл парнеленине палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ.
Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен.
Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ.
«Шкулта» интернет журналӑн 2013 ҫулхи 5-мӗш номерӗ пичетленсе тухрӗ. Ку номере Яков Ухсай пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ пысӑк презентаци, чӑваш ҫыравҫисем ҫутҫанталӑка упрас ыйтусемпе ҫырнӑ хӑйлавсене тӗпчени уҫать.
Красноармейски районӗнчи Именкасси шкулӗнче ӗҫлекен Раиса Егоровна Евсеева чӑваш тӗррисем ҫинчен хатӗрленӗ проект ӗҫӗ ҫӗнӗ номерте уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ку материал нумай вӗрентекене усӑллӑ пуласса шанас килет.
Вӗренӳ ӗҫӗнче класс тулашӗнчи ӗҫсем те пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавна шута илсе «Шкулта» журнал тӗрлӗ сценарисем кашни номертех пичетлеме тӑрӑшать. Чӗретлӗ номерте ҫӗнӗ ҫул каҫне йӗркелеме, пушар хӑрушлӑхӗ ҫинчен класс сехетне хатӗрленме пулшакан сценарисем пичетленнӗ.
Телее хӑшӗсем укҫа-тенкӗпе виҫеҫҫӗ пулӗ те, анчах ӑна пурлӑх ҫине куҫарса пӑхманнисем пӗчӗк савӑнӑҫах пысӑка ҫавӑраяҫҫӗ. Ун пеккисем валли Красноармейски районӗнчи Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ черетлӗ концерт лартнӑ. Хальхинче — тӑван тӑрӑхра мар, кӳршӗсем патӗнче. Мари Элти Моркински районта «Морко сем» хӑйсем тӗллӗн юрлакансен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ те шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та «Телей».
Фестивальтен чатукассисем дипломпа тата парнепе таврӑннӑ. Ӑна вӗсем вокалпа хор ӳнерне аталантарнишӗн тата конкурса хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ.
Красноармейски районӗн вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ.
Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.
Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.
Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Траксем те ЧНК-ан Аслӑ Пухӑвне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Красноармейски (Трак) районӗнчен квотӑпа килӗшӳллӗн 6 делегат суйланӑ. Вӗсем: Серафимов В.С. (районти историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ), Гурьева С.А. (районти централизациленӗ вулавӑшӑн таврапӗлӳ пайӗн ӗҫченӗ), Игнатьева Л.Н. (районти кану центрӗн методисчӗ), Михайлов В.М. (Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн пресс-секретарӗ тата сайт администраторӗ), Васильева В.В. (Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ) тата Михайлова З.П. (Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ).
Хӑнасен шучӗпе Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертӳҫи Ершов Н.Г. (Янкер) тата ҫак пӗрлӗхӗн председателӗ Ефимов Г.Л. (Тусли) хутшӑнаҫҫӗ. Шел пулин те, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхне хӑйне уйрӑм квота паман. Сӑмахран, Чӑваш Наци Конгресне учредитель пулса никӗсленӗ обществӑлла юхӑмсенчен пӗри пулнӑ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |